Çĕнтерÿçĕсем паллă

Июлĕн 26-мĕшĕнче Куславккара, Атăл хĕрринче, спортăн «Триатлон-спринт» енĕпе Чăваш Республикинче мала тухмалли ăмăртусем тата чемпионат иртнĕ. Спортсменсен 300 метр шывра ишмелле, 8 километр тăршшĕ - велосипедпа, 2 çухрăма чупса тухмалла пулнă.

Арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне Анна Калинина, Григорий Липатов, Матвей Бочкарев çĕнсе илнĕ. Триатлон уйрăмне çÿрекен спортсменсем те лайăх кăтартусемпе палăрнă.15-17 çулсенчи çамрăксенчен - Савелий Фролов, Иван Атаманов, Иван Мазуров, Ульяна Козина, 13-14 çулсенчи ачасенчен - Артемий Корбанов, Мария Матросова тата 11-12 çулсенчи спортсменсенчен Роман Охливанкин малти вырăнсене йышăннă.

Чемпионата тата Чăваш Республикинче мала тухмалли ăмăртусене çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн Физкультурăпа спорт министерстви Сергей Сусметов тренер-преподавателе тав тăвать.

 
По теме
Олег Николаев: Темп, который показывают наши аграрии, позволит собрать с полей всё по максимуму В Чувашской Республике подходит к концу масштабная уборочная кампания.