Халăха пăшăрхантаракан ыйтусем чылай

Муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков Муркарта пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Сăмах, тĕпрен илсен, ялти хальхи пурнăç тата унăн малашлăхĕ çинчен пычĕ.

Кунти çынсене нумайранпа канăç паман ыйтусем сахал мар. Чи малтанах çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тата клуб кирлĕ ялта пурăнакансене. Çавăн пекех Интернет çыхăнăвĕ начар ĕçлени, «Куславкка-Муркар» маршрутпа автобус çÿременни, коммуналлă хытă каяшсене вăхăтра илсе тухманни те пăшăрхантарать халăха. Куславкка муниципаллă округ ертÿçи Алексей Людков кашни ыйту çине тĕплĕн хуравларĕ.

Ялта пурăнакансем çавăн пекех кунти территорие тирпей-илем кĕртесшĕн. Вĕсем «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн çитес çул вырăнти пĕвене тасатасшăн, каярах вара ун патне пымалли çула вак чул сарса тухасшăн. Ял халăхĕ халĕ конкурса хутшăнма кирлĕ документсене пухма тытăннă.

Аса илтеретпĕр: «Ниме - халăх бюджечĕ» программăна чăвашсен йăли-йĕркипе тачă çыхăнса тăракан ансат принциппа йĕркеленĕ, çынсем хăйсен урамне е ялне тирпей- илем кĕртме, хăтлăрах тума май паракан проектсемшĕн сасăлаççĕ, ĕç мĕнле пынине тĕрĕслесе тăраççĕ. Программăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе йĕркеленĕ.

О. МИХАЙЛОВА.

 
По теме
Глава города Станислав Трофимов провел выездное совещание на объекте благоустройства в сквере имени Семена Ислюкова.
На мосту через реку Кукшум стартовали работы по благоустройству после выездного осмотра главы города Чебоксары Станислава Трофимова.
Глава города Станислав Трофимов посетил тренировку баскетбольной команды «Чебоксарские ястребы», чтобы лично пообщаться с игроками и оценить их готовность к предстоящему сезону.